Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ентешсем литературӑра тарӑн йӗр хӑварнӑ

Чăваш литературинче, пичетĕнче тарăн йĕр хăварнă паллă çыравçăсем, Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси ялĕн мухтавлă ывăлĕсем — Александр Янташ тата Мирун Еник — çуралнăранпа çĕр çул çитрĕ.

Исаак Никифорович Никифоров (Александр Янташ) пултаруллă прозаик пичет ĕçне 1938 çулта пуçăннă. Районти «Трактор» («Хĕрлĕ ялав») хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан фронта кайнă. Тăшманпа çапăçса паттăрлăх кăтартнă, орден-медале тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн «Коммунизм ялавĕ» хаçатра ĕçлеме пуçланă. Унтан вунă çул ытла Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ пулнă.

А.Янташăн пĕрремĕш хайлавĕ, «Тăван çĕршĕн» очерк, «Чăваш коммуни» хаçатра пичетленнĕ. Ун хыççăн вăл нумай калав-повеç çырнă. Писатель хайлавĕсенче вăрçă çулĕсене тата ун хыççăнхи саманари çынсен ĕç-хĕлне сăнлать. Хальхи вăхăтра çыравçăн тăван ялĕнчи вулавăшра «Шанчăклă çул», «Салтак чĕри», «Паянхи сăнарсем» кĕнекисем упранаççĕ.

«Пичет отличникĕ! Çак сăмахсем И.Никифоров — А.Янташ ĕç-хĕлне, пултарулăхне лайăх сăнласа кăтартаççĕ», — çапла çырнăччĕ ĕçтешĕ пирки Аркадий Казанов «Хыпар» хаçатра. А.Казановăн килĕнчи библиотекинче А.Янташăн «Салтак чĕри» кĕнеки упраннă. Ăна мăшăрĕ Л.Казанова пирĕн вулавăша парнелерĕ. А.Янташ çыравçă кăна мар, ăсчах та пулнă. «Хыпар» хаçатăн кун-çулне тĕпчес тĕлĕшпе чылай ĕçленĕ, чăваш журналистикин пуçламăш тапхăрĕ çинчен «Вăхăт тата пичет», «Чăвашсен революциллĕ-демократиллĕ пичечĕ çурални» кĕнекесем пичетлесе кăларнă. Вăл — истори наукисен кандидачĕ.

Мирон Романович Романов (Мирун Еник) çырас ĕç-хĕлĕ райхаçат редакцийĕнчен пуçланнă. Вăл — ăста сăмахçă, сăвăç-калавçă, тăлмач. ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

1929 çулта «Сунтал» журналта пĕрремĕш заметки пичетленнĕ. М.Романов Мускаври «Коммунар», республикăри «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцийĕсемпе тачă çыхăну тытнă. Вăрçă хыççăн Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ. Чылай çул «Хыпар» хаçатра яваплă секретарь пулнă, тĕрлĕ документа чăвашла куçарнă. Мирон Романов литературăра та палăрнă. «Ялав» журналта унăн калавĕсем Мирун Еник псевдонимпа тухнă.

Пысăк Енккасси ял вулавăшĕнче Александр Янташ тата Мирун Еник çыравçăсем çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа «Манăçми çыравçă ентешсем» аса илÿ каçĕ иртрĕ. Библиотекăра сумлă ентешсен пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă материалсем, кĕнекесем упранаççĕ. «Тăван енĕн паллă çыннисем» тавра пĕлÿ кĕтесĕ йĕркеленĕ. Аслă ăру çыннисем Александр Янташа тата Мирун Енике ырă сăмахсемпе аса илчĕç. Александр Янташăн тăван йăмăкĕ, Валентина Никифоровна, пиччĕшĕн пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ.

Культура çурчĕ çумĕнчи тавра пĕлÿ кĕтесĕнче те вĕсен пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштаракан пуян стенд хатĕрленĕ. Эпир чăваш литературинче тарăн йĕр хăварнă ентешĕмĕрсене ĕмĕр асра тытассишĕн тăрăшатпăр.

Н. Никонорова
«Хыпар», 2014, авӑн, 30


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-03-23 10:22:18 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3381 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем